Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӗҫтук Кольцов

Кӗҫтук Кольцов (Константин Михайлович Кольцов) — чӑваш сӑвӑҫи. 1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче ҫуралнӑ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн госпитальте вилнӗ.

1962 ҫулта Кӗҫтук Кольцова (вилнӗ хыҫҫӑн) СССР писателӗсен пӗрлӗхне илнӗ.

Пурнӑҫӗ

Кӗҫтук Кольцов вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1934 ҫулта Энтриялӗнчи колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, Канаш районӗнчи «Социализмшӑн» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1937-1940 ҫулсенче К.Кольцов ҫарта пулнӑ, Тӑван ҫӗршыв чиккине хуралланӑ.

Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн ӑна Шупашкара «Ҫамрӑк большевик» хаҫат редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Поэт Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчех салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, малтан Муромри ҫар училищинче вӗреннӗ, унтан Карели фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Унта вӑл батальонӑн аслӑ адъютанчӗ пулнӑ, 26-мӗш армийӗн 186-мӗш стр.дивизинче ҫапӑҫнӑ.

1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Кӗҫтук Кольцов йывӑр аманнӑ, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче унӑн чӗри фронт ҫывӑхӗнчи пӗр госпитальте тапма чарӑннӑ. Чӑваш сӑвӑҫне Карели Республикин Лоухи районӗнчи Сосновый ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӑвара пытарнӑ. Ялти шкулта сӑвӑҫ ячӗпе кӗтес йӗркеленӗ. Ялта ҫавӑн пекех ун ячӗпе хисеплекен урам та пур.

Пултарулӑхӗ

Пӗрремеш сӑввисем «Социализмшӑн» хаҫатра ӗҫленӗ вӑхӑтра пичетленнӗ. Вулакансем патне сӑвӑҫ «Сывӑ пул, савниҫӗм», «Юрӑ», «Этем ҫурални», «Ял каччи» тата ыттисене ҫитернӗ. «Ҫамрӑк большевикра» ӗҫленӗ чухне вӑл очерксемпе калавсем ҫырнӑ. Фронтра чухне те сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ.

Чӑваш кӗнеке издательстви поэтӑн сӑввисене пухса 1963 ҫулта «Сӑвӑсем», 1979 ҫулта «Фронтра» кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли

  • Степан Аслан. Шӑпчӑк // Хыпар. – 1997, чӳк, 18;
  • В. Ильдер. «Сая каймӗ эпир тӑкнӑ юн...» // Вучах. – 1991, ҫу, 24;
  • В. Прокопьев. Кӗҫтук Кольцов // Тӑван Атӑл. – 1986, 5 №. С. 19.
  • В. Прокопьев. Малалла, тӑшмана ҫӗнтерме // Халӑх шкулӗ – 2003, 5 №. С. 50–54.
  • В. Прокопьев. Хӗрӳ сӑмахшӑн кӗрешӗве ҫӗкленнӗ // Чӑваш ен. – 1995, пуш, 18–25, 12 №. С. 13.
  • Пётр Чичканов. Асран кайми тӗлпулусем // Коммунизм ялавӗ. – 1991, ҫу, 11;
  • Петрӗр Ялкир. Ҫамрӑксен хаҫачӗ ӳстернисем // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2003, нарӑс, 14–20, 7№. С. 5.
  • Петӗр Ялкир. «Ҫӗрӗм-шывӑм — ман аннеҫӗм, эс нимрен те пахарах» // Тантӑш. – 1996, ҫу, 9, 20 №. С. 2.
  • Ячӗ халӑх асӗнче // Ялав. – 1991, 5 №. С. 29.


 
Категорисем: Кӗҫтук Кольцов
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-05-13 15:37:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9829 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем